Ҫурлан 1-мӗшӗнче Улатӑрта автобус водителӗсен республика конкурсӗ пуҫланнӑ. Чӑваш Республикинчи «Чӑвашавтотранс» патшалӑх унитари предприятийӗн филиалӗсенчи автобус водителӗсен хушшинче суйлав иртнӗ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 39 водитель хутшӑннӑ.
Улатӑрта тупӑшу икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Хула администрацийӗн ҫуртӗнче водительсем ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ. Хула тӳремӗнче вара руль умӗнчисем хӑвӑртлӑх маневрӗсем тӑвассинче тупӑшнӑ.
Пӗтӗмлетӳ ҫапларах: тӑватӑ номинацире те Ҫӗнӗ Шупашкарти автотранспорт предприятийӗн водителӗ Анатолий Иванов ҫӗнтернӗ. Вӑл руль умӗнче 20 ҫул ытла ларать.
Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти автотранспорт предприятийӗнче ӗҫлекен Виталий Краснов тата Ҫӗмӗрлери автотранспорт предприятийӗнче вӑй хуракан Вячеслав Егоров тухнӑ.
Шупашкарти автотранспорт предприятийӗн водителӗ Ирина Федорова виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Анатолий Иванов — ҫул-йӗр правилисене чи лайӑх пӗлекенни.
Сӑнсем (36)
Ҫак кунсенче Китайра ҫулсерен иртекен «Miss All Nations 2014» пӗтӗм тӗнче конкурсӗ вӗҫленнӗ. Унта Раҫҫей чысне Чӑваш Ен моделӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкарти Анна Сушко, Шупашкарти Татьяна Ивановӑпа Анна Черкесова — хӳтӗленӗ.
Хӗрсем илемлӗх конкурсне хутшӑнасси йывӑр ӗҫ пулнине палӑртнӑ. Кашни кун иртен пуҫласа ҫӗрлеччен — репетици, фотосесси, шоу. Анна Черкесова ятарласа конкурс валли юрӑ ҫырнӑ. Ӑна вӑл «Пултарулӑх мисӗ» конкурсра шӑрантарнӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне конкурс йӗркелӳҫисем пынӑ та юрра ҫыртарма сӗннӗ. Ҫак юрӑ конкурс гимнӗ пулма пултарӗ-мӗн. Анна килӗшнӗ.
Конкурсра тӗрлӗ ҫӗршыври пикесем пулнӑ. Кашни хӑйӗн чӗлхипе калаҫнӑ. Ҫавӑнпа чӑваш хӗрӗсен испанла, китайла, ытти чӗлхепе кӑштах калаҫма хӑнӑхма тивнӗ.
Чӑваш Ен пикисем илемлӗх конкурсӗнче палӑрнӑ. Татьяна Иванова — ТОП-8, Анна Сушко ТОП-5 списока кӗнӗ. Анна «Туслӑх мисӗ» ята тивӗҫнӗ. Анна Черкесова вара «Шарм мисс» ятпа таврӑннӑ.
Конкурсра 3-мӗш вырӑна Китай хӗрӗ йышӑннӑ. Иккӗмӗшӗнче — Германи пики. Коронӑна Боливири модель тивӗҫнӗ.
Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Валериан Васильевичпа Валентина Михайловна Васильевсем пӗрле 55 ҫул пурӑннине паллӑ тунӑ.
Мӑшӑр хӑйӗн пурнӑҫӗн пысӑк пайне педагогика ӗҫӗнче ирттернӗ. Ӗҫне кура иккӗшне те Раҫҫей тата республика наградисемпе чысланӑ. 2013 ҫулта Васильевсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ.
Мӑшӑр 55 ҫул килӗштерсе пурӑнать. Вӗсем ывӑлпа хӗре ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсем 2 мӑнукӗпе киленеҫҫӗ.
Ҫӗмье телейӗ мӗнре-ха? Васильевсем ҫапла хуравлаҫҫӗ: «Пӗр-пӗрне ӑнланнинче, хисепленинче, шаннинче тата ӗҫченлӗхре». Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГС мӑшӑра ҫак уяв ячӗпе саламланӑ.
Ку эрнере, вырсарникун, (ҫурлан 3-мӗшӗнче) Ҫӗнӗ Шупашкарта салтак юррин хула фестивалӗ иртӗ.
Мероприятие тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Фестиваль шӑп кӑнтӑрла, 12 сехетре, пуҫланӗ. Унта патриотлӑх юррисемпе киленнисӗр пуҫне салтак апат-ҫимӗҫне тутанма та май пулӗ.
Хальхинче вӑл иккӗмӗш хут иртет. Пӗлтӗр унта Сергей Яковлев, Сергей Мягков, Евгений Карпеев, Игорь Орлов, Юрий Романов, «Память» (чӑв. Астӑвӑм) ушкӑн тата ыттисем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Ҫавӑн пекех унта ачасен «Шевле» ушкӑнӗ те юрланӑ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри халӑх йышӗ 1 миллион та 240 пин ҫынпа танлашнӑ. Ку вӑл 2011 ҫулхинчен 10 пин те 534 ҫын, е 0,8 процент, чакнине пӗлтерет.
Ялта пурӑнакансен шучӗ ҫулталӑкра 6 пин ҫын (1,2 процент) сахалланнӑ, хуларисен 2,6 пин (0,3 процент) нумайланнӑ. Халӑхӑн йышӗнче хула ҫыннисем 60,2 процент йышӑнаҫҫӗ, ялтисем — 39,8 процент.
Юлашки вӑхӑтра ачасем ҫураласси йышланнӑ. 2013 ҫулта 2011-мӗшӗнчинчен 1 186 пепке ытларах кун ҫути курнӑ: пӗлтӗр 17 пин 351 ача ҫуралнӑ. Ҫураласлӑх коэффициенчӗ 8,5 процент хушӑннӑ. Ялта хуларинчен яланхиллех нумайрах ҫуратаҫҫӗ.
Пӗлтӗр халӑх шучӗ Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Улатӑр, Етӗрне, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах чакнӑ. Вӗсенче йыш 3 процентран пуҫласа 2,2 процент таран катӑлнӑ. Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисемпе Шупашкар районӗнче халӑх шучӗ йышланнӑ.
Ӗҫлеме пултарайманнисем яллӑ вырӑнта хуларинчен 1,3 процент нумайрах.
Промышленность предприятийӗсем кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта епле ӗҫленине тишкернӗ те 16 предприяти продукци кӑларассин калӑпӑшне миллиард тенкӗрен ирттернӗ. Республикӑн промышленность комплексӗнче вӗсен тӳпи 47,6 процент йышӑнать иккен.
Пилӗк миллиард тенкӗрен ытла продукци туса илни — Вӑрнарти «Август»–ВЗСП» фирма филиалӗ, 3 миллиардран каҫни — «Элара», «Промтрактор-Вакун», «Акконд» тата «Химпром» 2 миллиардран каҫнӑ.
Миллиардҫӑсен виртуаллӑ клубӗ машиностроени («Элара», «Промтрактор-Вакун», «Промтрактор-Промлит», «Экра», «Промтрактор», «Автофургонсен комбиначӗ», «Шупашкарти агрегат завочӗ», «Шупашкарти электроаппаратура завочӗ», «Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен завочӗ», В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ), энергетика («Коммуналлӑ технологи», «Русгидро» — «Шупашкарти ГЭС» филиалӗ, «МРСК Волги» — «Чувашэнерго») предприятийӗсенчен, хими промышленноҫне кӗрекен «Август»-ВЗСП, «Химпром» тата апат-ҫимӗҫ промышленноҫне кӗрекен «Акконд» предприятисенчен тӑрать.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар администрациӗн ЗАГС пайӗнче кӑҫал ҫуралнӑ 1000-мӗш ачана регистрациленӗ.
Ача ҫамрӑк Власовсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Евгений Андреевичпа Екатерина Николаевна хӗрне Анна ят хунӑ. Вӑл — ҫемьери пӗрремӗш ача. Аня Ҫӗнӗ Шупашкарта утӑн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Кӑҫал Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫут тӗнчене килнӗ 1000-мӗш ачан ашшӗне ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельство тата сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтармалли альбом панӑ. Евгений Андреевичшӑн ку кӗтмен савӑнӑҫ пулнӑ.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта ача ҫураласси ӳсет. Пӗлтӗр 1000-мӗш ачана утӑн 23-мӗшӗнче кӑна регистрациленӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. «АвтоВАС» акционерсен обществин автостанцийӗнче пассажирсемпе калаҫнӑ, общество транспорчӗ хулара епле ҫӳренипе кӑсӑкланнӑ. Ҫынсем ҫул пахалӑхӗ начаррине, автобуссем ҫула вӑхӑтра тухманнине асӑннӑ. Элтепертен ҫӗнӗ шупашкарсем ятарлӑ ирӗк илмесӗр пассажирсене турттаракансен ҫулне пӳлме те ыйтнӑ имӗш.
Михаил Игнатьев спутник-хулари суту-илӳ точкисене те кӗрсе тухнӑ. Лавккасенчен пӗринче Элтепер вырӑнти продукци пуррипе кӑсӑкланнӑ. «Республика Пуҫлӑхӗ чӑваш производителӗсен алкоголь продукцийӗ кӳрсе килекеннинчен йӳнӗреххине кӑмӑлтан палӑртнӑ», — тесе хыпарлать Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Чӑваш Ен таварӗ валли уйӑрнӑ ҫӳлӗк ҫинче урӑх регионти тавара вырнаҫтарнине те республика ертӳҫи асӑрханӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пасарта пулнӑ май Элтепер сутуҫӑсемпе туянакансем валли епле услови туса панипе кӑсӑкланнӑ.
Унтан Михаил Игнатьев вырӑнти культурӑпа кану паркне кӗрсе тухнӑ. Унта уҫӑлма тухнӑ ҫамрӑк амӑшӗсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ патне Ҫӗнӗ Шупашкара килсен унти медицина центрӗнче тӳлевсӗр йышӑнманни пирки евитленӗ.
Чӑваш Енри икӗ ҫын хӑйсене коммерци фирминчен хӑтарнӑ хыҫҫӑн хӑйсен ӗҫне пуҫарнӑ. Нимӗн те калаймӑн — мухтава тивӗҫ. Анчах хайхисем маларах тӑрӑшнӑ фирма хуҫисем хӑйсен унчченхи ӗҫченӗсемпе хӑпартланас вырӑнне вӗсене кӳренмеллипех кӳреннӗ. Ара пулмасӑр — лешсем фирмӑн коммерци вӑрттӑнлӑхӗпе — техника характеристикипе, материалпа оборудовани пирки пӗлтернисемпе, параметрсемпе тата меслетсемпе — усӑ курса композитлӑ арматура кӑларма тытӑннӑ. Ӗҫе вӗсем Сӗнтӗрвӑрринче пуҫарнӑ.
Коммерци вӑрттӑнлӑхӗпе усӑ курнӑ тесе пӗрремӗш инстанцири суд вӗсене, 34-ри Ҫӗнӗ Шупашкар арҫыннине тата 40-ри Сӗнтӗрвӑрри арҫыннине, РФ Пуҫиле кодексӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарма йышӑннӑ. Вӗсене кашнине 150-шар пин тенкӗлӗх штрафлас тенӗ.
Сӑмах май каласан, усламҫӑсем хӑйсен арматурине 40 туянакана 9 миллион тенкӗлӗх сутма ӗлкӗрнӗ.
Чӑваш наци музейӗнче «Ҫемье музейӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Конкурса республикӑри 251 сӑн ярса панӑ. Вӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски тата ытти районти 70 ҫемье пурнӑҫӗпе историйӗ сӑнланнӑ.
Фотоконкурс ҫӗнтерӳҫисене нумаях пулмасть чысланӑ. Парнесене хулари кредит учрежденийӗсенчен пӗри уйӑрса пулӑшнӑ.
«Ҫемье йӑли-йӗрки» номинацире Карповсем, Вастуловсем, Чеченешкинсем, Кашутинсем, Максимовсем тата Рубцовсем ҫӗнтернӗ; «Ҫемье историйӗнче» — Зотовсем, Фадеевсем, Платоновсем, Приезжевсем, Удяковсем, Степановсем, Трифоновсем, Чевеляксем; «Ҫемье реликвийӗнче» — Мироновсем тата Шегердюковсем; «Ҫемье коллекцийӗнче» — Давыдовсемпе Блиновсем. Куракансене килӗшнӗшӗн уйӑракан парнепе Руссовсене палӑртнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене чыслани вӑйӑ-кулӑпа вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (14)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |